Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш халӑх юрри (Тарас Кириллов)

Пирӗн Аслӑ Атӑл вӑйлӑ
Шурӑ Атӑлпа пӗрле.
Халӑх та унта хӑватлӑ
Пӗр ӑспа пӗрлешнипе.

Хамӑр чун юратнӑ ҫӗршӗн,
Ырӑ ятшӑн тӑрӑшар;
Хамӑр халӑха ҫӗклесшӗн
Пӗр-пӗрне ӑс-хал парар.

Эй, ҫынсем, пурте тапранӑр —
Тӗрӗс ҫул ҫине тухар.
Халӑх хӑватне хал парӑр —
Пурнӑҫа ырӑлатар.

Пурсӑмӑр пӗрле тан-харӑс
Юнашар утса пырар,
Ҫынсерен пӗр ҫутӑ ӗмӗт
Тӗнчере чипер тытар.

Ырӑ кун-ҫулсем курасшӑн
Ҫутӑ вӑйлӑ ӑс шырар,
Тӗттӗмрен ҫутта тухасшӑн
Ҫутӑ ҫул уҫса хурар.

Пӗр-пӗрин ҫине ан тӑрӑр,
Манӑҫ пултӑр ҫилленни,
Хирӗҫес-вӑрҫас ӗҫ пӗттӗр —
Ҫураҫтартӑр юратни.

Хамӑр ҫӗр ҫине ан ярӑр
Аякри ют-тӑшмана.
Халь тесен халь хатӗр тӑрӑр
Российӑшӑн пуҫ хума.

Халӑх хушшинчен мухтавлӑ
Чӑвашсем тухса тӑрса
Тӗттӗм халӑха ҫӗклеччӗр —
Тӗрӗс ҫул уҫса парса.

Ырӑ кӑмӑлпа йӑвашлӑх
Ӗмӗр тӑтӑр чӑвашра,
Тӗплӗ пурнӑҫпа пуянлӑх
Хӑватланччӑр ял-йышра.

Халӑх сывлӑхпа тасалӑх
Канлӗ куртӑр ҫӗр ҫинче.
Тырӑ-пулӑ, ҫумӑр, сывлӑм
Савӑнтартӑр пурне те.

Чӑвашсем. Пурте пӗрлешӗр —
Тӗрӗкленӗр тӗнчере,
Халӑха ҫутта кӑларӑр
Ирӗклӗх хӳтлӗхӗнче.

Ирӗк праҫникне тӑватпӑр
Чун юратнӑ халӑхпа.
Ҫӗнӗ йӗркене саватпӑр —
Ҫӑмӑл пултӑр пурӑнма.

1917, Тарас Кириллов (1880, Ҫеҫмӗр — 1920, чӳк, 6)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-13 12:58:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5665 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем